Сентябрĕн 27-мĕшĕнче воспитательсем тата шкулчченхи вĕренỹ ĕçченĕсем профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Тин çеç пурнăç çулĕпе утма пуçланă пепкесене ача садĕнче ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Воспитательсем пуçласа ачасене пĕр-пĕринпе килĕштерсе выляма, тĕрлĕ ĕçе пĕрле пурнăçлама хăнăхтараççĕ, обществăра хăйне тытма вĕрентеççĕ. Çак ĕçре чăннипех те ачасене чун-чĕререн юратакан çынсем çеç тăрăшма пултараççĕ. Вĕсенчен пĕри -"Пучах" ача садĕнче 26 çул ытла тăрăшакан Вера Осиповна Сенатова.
Вера Осиповна ĕçе кашни кунах тулли кăмăлпа утать. Ачасене яланах хаваслăн кĕтсе илет, нăйкăшакансен кăмăлне самантрах çавăрса ярать. Ачасемпе яланах пĕр чĕлхе тупнă, тупать те. Ахальтен мар вăл ĕçлекен ушкăнри пепкесем ача садне савăнса çỹреççĕ.
"Пучах" ача сачĕ уçăлнăранпах воспитательте тăрăшаканскер, чи малтан ушкăна çỹренĕ ачасен пепкисене те кĕтсе илсе шкула ăсатнă. Çĕр-çĕр ачана тивĕçлĕ воспитани панă вăл. Вĕсене пĕр-пĕринпе çăмăллăнах хутшăнма, таврари пулăмсене хаклама вĕрентнĕ. Пепкесем ача садĕнче çырма, ỹкерме, вулама, шутлама хăнăхниех - воспитательшĕн пысăк çитĕнỹ. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерни - пурнăçри пысăк утăмсенчен пĕри.
Вера Осиповна ача садне çỹрекенсене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тесе педагогика технологийĕсемпе анлăн усă курать. Тĕслĕхрен, мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарать, пиçĕхтересси, гимнастика тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Унпа пĕрлех хăрушсăрлăх правилисене те мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ỹстерет.
- Тăтăшах тĕрлĕ занятисем ирттерни, калаçу-уроксем йĕркелени, ачасене пĕлĕвне ỹстерме, пластилинпа е сĕтел çинчи тĕрлĕ вăйăсемпе выляни ал моторикине аталантарма май параççĕ. Кашни кунах кĕнеке алла тытни, юмахсем вуласа пани ачасен тавракурăмне анлăлатать, - тет ĕçĕпе паллаштарса Вера Осиповна.
Воспитатель ача садĕнчи пепкесен вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшнипе пĕрлех, обществăлла ĕçе, конкурссемпе семинарсене, акцисене те хутшăнма вăхăт тупать. Сăмахран, вăл юлашки 3 çулта "Светофорик" конкурсра, "Семья без насилия" акцире, Аслă Çĕнтерĕве тата Культура çулталăкне халалланă мероприятисенче палăрнă. Вăл районти "Воспитатель года - 2015" конкурс участникĕ те. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн Вера Осиповнăна пĕрре кăна мар Хисеп грамотипе наградăланă. Кăçал вара çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн, нумай çул ырă кăмăлпа тăрăшнăшăн пултаруллă воспитателе Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе чысланă.
Источник: "Каçал Ен"