"Пучах" ача садĕнче Чăваш чĕлхи кунне кашни çулах йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи уявра ачасем пурте чăваш кĕпи тăхăннă, саппун çакнă, тутăр çыхнă. Пĕчĕкскерсем ытарма çук илемлĕ. Акă вĕсем - çитĕнекен чăваш каччисемпе пикисем.
Ачасем уявра чăваш юррисене шăрантарчĕç, ташшисене ташларĕç, сăвăсем вуларĕç. Атте-анне чĕлхи мĕн тери хитре те янăравлă пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Вĕсем тĕрлĕ вăйăсене те хастар пулчĕç.
Тăван чĕлхене сума суса уявсем, калаçусем йĕркеленипе ачасем халăх йăли-йĕркипе паллашаççĕ, ăна ĕмĕрех упрамаллине ăша хываççĕ. Тăван чĕлхене кашни ачан лайăх пĕлмелле, ашшĕ-амăшĕн çакăншăн тăрăшмалла.
З.КСЕНОФОНТОВА,
воспитатель
Источник: "Каçал Ен"