"Хунав" ачасене пуçтарчĕ

 Чăвашлăха упрас, аталантарас, пултаруллă ачасене тупса палăртса чăваш чĕлхине тата лайăхрах вĕренме хавхалантарас тĕллевпе районта нумай ĕç тăваççĕ, кашни çулах тĕрлĕ мероприятисемпе конкурссем те йĕркелеççĕ.

Пĕлтĕр ачасене мĕн пĕчĕкренех тăван халăхăн йăли-йĕркине, чăваш чĕлхин илемне, çепĕçлĕхне туйма вĕрентес тĕллевпе республикăри ача сачĕсен хушшинче пĕрремĕш хут "Хунав" фестиваль иртнĕччĕ. Асăннă фестиваль пĕлтерĕшне кура ăна çулсеренех ирттерме йышăннăччĕ.

Акă, ноябрĕн 1-мĕшĕнче Комсомольскинчи "Пучах" ача сачĕ чăвашлăха кăмăллакансене хăйĕн тĕпелне пуçтарчĕ. Районти ача сачĕсене çỹрекен тĕрлĕ ỹсĕмри пепкесем "Асамлă юмах тĕнчи", "Янра, сăввăм, хыттăнрах", "Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ", "Илемлĕ чăваш юрри" номинацисенче мала тухассишĕн тăрăшрĕç. Конкурсантсем пурте пултарулăхпа палăрчĕç. Юрлассипе вара "Пучах" ача сачĕн ушкăнне çитекен пулмарĕ, вĕсем "Асамат кĕперĕ" юрăпа 1-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Хирти Явăшри шкул умĕнхи ушкăн тата "Асамат кĕперĕ" ача сачĕн артисчĕсем иккĕмĕш, Хирти Мăнтăрти "Çăлкуç", Чĕчкенри тĕп шкул çумĕнчи кĕске вăхăтлăх ушкăн, Комсомольскинчи "Пилеш" ача сачĕ - виççĕмĕш.

Пултаруллă ачасем жюрине юмах та кăтартса пачĕç. "Пучах" ача сачĕ хатĕрленĕ "Кашкăрпа пакша" юмах 1-мĕш пулчĕ. Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнчи ушкăн 2-мĕш вырăнта, виççĕмĕшĕ - "Çăлкуç".

Уйрăмах вара курма килнисене тата жюри членĕсен кăмăлне "Янра, сăввăм, хыттăнрах" номинацие хутшăнакансем кайрĕç. Ахаль пурнăçра чăвашла калаçсах кайман ачасем те чăваш сăввисене такăнмасăр, илемлĕ каласа пани савăнтарать тата çав вăхăтрах мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Кунта 1-мĕш вырăна "Эй, çĕршывăмăр, Чăваш Енĕмĕр" сăвăпа В.Токмакова ("Асамат кĕперĕ"), 2-мĕш вырăна "Пуканесем" сăвăпа М.Николаева ("Пилеш"), "Кам вăл..." сăвăпа Е.Ефремова ("Пучах"), Çĕнĕ Мăратри М.Афанасьева "Эх, аннеçĕм", Д.Макова ("Пучах") "Чăваш чĕлхи", А.Прохорова "Тăван çĕршыв" сăвăсемпе виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

Фестиваль-конкурс "Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ" номинаципе вĕçленчĕ. Кунта ачасем хăйсен пултарулăхне тата ăсталăхне туллин кăтартса пачĕç. А.Рыжова ("Пучах") 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш - В.Маметова ("Пучах"), Р.Григорьева (Анат Тимĕрчкасси), С.Шингалова ("Пучах"), "Пилеш" ача садне çỹрекен К.Семеновăпа Л.Хайбуллина виççĕмĕш пулчĕç.