Чун ăшши эс, ытарайми анне!

Иртнĕ канмалли кун çĕршывĕпех Анне кунне палăтрăмăр. "Пучах" ача сачĕ те унран айккинче юлмарĕ. "Шăнкăрав курăкĕ" ушкăна çỹрекенсем чи çывăх çыннисен уявне тĕрлĕн хатĕрленчĕç. Юрлама, ташлама хăнăхрĕç, çепĕç сăвăсем вĕренчĕç.

Савăнăçлă уявра юрри-ташшипе пĕрлех интереслĕ конкурс-сем пулчĕç. Амăшĕсен, кукамăшĕсен ăсталăхĕпе те паллашрăмăр. Хĕрарăмсем ача-пăча юррисене мĕнле пĕлнине хакласа "Угадай мелодию" конкурс йĕркелерĕмĕр. Маттурскерсем кашни юрра пĕлнипе пĕрлех вĕсене çепĕççĕн шăрантарчĕç. Пахча çимĕçрен, тĕрлĕ улма-çырларан апат пĕçерме пултарнине те тĕрĕслерĕмĕр. Ачасен амăшĕсемпе кукамăшĕсем юрлама, ташлама та маттур иккен. "Барыня", "Цыганочка", "Лезгинка", "Современная" ташăсене куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Ачасем мĕнлерех савăнчĕç тата? Пĕрле пухăнса ташланине, савăнине мĕн çиттĕр?

Çак кун зала пухăннисене çут тĕнчери чи çывăх çынсен савăк кулли чуна ăшăтрĕ. Хаклă çыннăмăрăн ачаш аллисен ăшши, унăн ырă сăмахĕ тата вăл хамăр çине ытармалла мар ăшă куçпа пăхни пурнăçра тем пекех кирлĕ.

А.ПЕТРОВА,

В.СЕНАТОВА.