Ачасем хỹтлĕхре пулччăр

Пурнăç тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа аталанать. Ун таппипе тан ĕлкĕрсе пыма та йывăр. Паянхи кун, сăмахран, компьютерпа, Интернетпа пĕтĕм тĕнче усă курать.

Ачасем çак серепене лекесрен мĕнле хỹтĕленмелле-ха? Ыйту паян чăнах та çивĕччине çирĕплетекен сăлтав - хальхи вăхăтра ачасем телекурав е Интернет урлă информаци илме питĕ ир, пĕчĕкренех тытăнни. Çак сереперен хỹтĕлес тесе 2012 çулта çĕршывра "Ачасене сывлăха тата аталанăва сиен кỹрекен информацирен хỹтĕлесси çинчен" федераци саккунне вăя кĕртни те ахальтен мар.

Ачасене сиенлĕ информацирен айккинче тăма хăнăхтарасси - чи малтанах ашшĕ-амă-шĕн, тĕрлe вĕренỹ учрежденийĕн пысăк тивĕçĕ. Тĕслĕхрен, 3-5 çулхи ачасемшĕн перекен, вĕлерекен, хăваласа тытакан вăйăсене выляни хăрушă. Вĕсен психики пăсăлать. Унпа пĕрлех компьютер умĕнче 20 минут ытла ларнин те сиенĕ пысăк. Апла пулсассăн мĕн тумалла-ха? Ачасемпе ăс-тăна аталантаракан вăйăсене выляма тăрăшмалла, вĕсене спортпа туслаштармалла, выляччăр, сикчĕр, чупчăр. Унпа пĕрлех сĕтел хушшине ларса ỹкерни, пластилинпа тĕрлĕ япаласем ăсталани те шăпăрлансемшĕн усăллă çеç пулĕ.

Раççейре 14 тултарман 10 миллион ача Интернетпа усă курать.

Этемлĕхе çавăрса илекен информаци авăрĕнче, компьютер технологийĕн серепинче çитĕнекен ăрăва психологи енчен çирĕп те çутçанталăкпа килĕшỹллĕ аталантарса ỹстерме вăй-хал, ăс-тăн çитересчĕ. Ачасене ырăлăх, тĕрĕслĕх, чыс XXI ĕмĕрте те хăйсен хаклăхне çухатманнине ĕнентерсе çын тума тăрăшасчĕ.

А.БУРЛАКОВА,

"Пучах" ача сачĕн воспитателĕ.