Кĕнекепе туслашар-и?

 Нумаях пулмасть ача садне çỹрекен шăпăрлансемпе районти тĕп библиотекăра пулса куртăмăр. Кăçал шкула каякансемшĕн ача-пăча библиотекине çитсе килни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

Елена Прокопьева библиотекарь вулавăшпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Фондра мĕн чухлĕ кĕнеке пулнине, вĕсене епле упранине, ачасем валли тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илнине каласа пачĕ. Киле кĕнеке илсе каяс тесессĕн чи малтанах мĕн тумалли пирки те вăл тĕплĕн ăнлантарчĕ. Библиотекарь вулавăшра чылай мероприяти йĕркелени, унта ачасем хастар хутшăнни çинче те чарăнса тăчĕ. Ачасем "Герой камне пĕл" викторинăра хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. "Кĕнекене кам кỹрентернĕ?" сценкăна та ачасем куç сиктермесĕр пăхса ларчĕç. Кĕнеке чăннипех те çывăх тус пулнине геройсем тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕç.

Ача садне çỹрекенсем малашне кĕнекесемпе ытларах туслашма сăмах пачĕç.

- Эпир сире вулавăшра курма яланах хавас. Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашăр. Килĕр! Вулăр, - терĕ ачасене ăсатса Елена Прокопьева.

А.ПЕТРОВА,

"Колосок" ача сачĕн воспитателĕ.