Инсценировкăсем лартнă

Районти ача-пăча библиотекинче Раççейри Театр çулталăкне тата район 80 çул тултарнине халалласа театрализациленĕ мини-постановкăсен районти конкурсне ирттернĕ. Конкурса хутшăнакансем икĕ номинацире: «Юбиляр-çыравçăсен хайлавĕсем тăрăх — инсценировка» тата «Комсомольски районĕн çыравçисен хайлавĕсем тăрăх — инсценировка» хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Мероприятие ачасене вулава ытларах явăçтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне икĕ ÿсĕмре хак панă: шкул çулне çитменнисем тата 7—10 çулти ачасем. Жюри членĕсене чи лайăххисене палăртма çăмăл пулман. Нумай шутланă хыççăн «Юбиляр-çыравçăсен хайлавĕсем тăрăх — инсценировка» номинацире шкул çулне çитменнисем хушшинче «Колосок» ача сачĕ /ертÿçисем — Н.П.Долгова, А.З.Кислякова, Т.Р.Каримуллина/ çĕнтернине палăртнă. 2-мĕш вырăнта — «Рябинушка» ача сачĕн «Теремок» ушкăнĕ /ертÿçисем — С.В.Козлова, М.А. Волкова/, 3-мĕш вырăнта — «Рябинушка» ача сачĕн «Ромашка» ушкăнĕ /ертÿçи — Л.А.Оленева/.
«Комсомольски районĕн çыравçисен хайлавĕсем тăрăх — инсценировка» номинацире «Радуга» ача сачĕ Н.Ытарайăн «Çăмха» хайлавĕ тăрăх лартнă постановкипе мала тухнă /ертÿçи — О.П.Григорьева/.
7—10 çулти вĕренекенсем хушшинче 1-мĕш вырăна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 2-мĕш класс ачисем тухнă /ертÿçи — А.А.Валитова/. 2-мĕш вырăнта — Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 2-мĕш класс ачисем /ертÿçи — М.В.Кондратьева/, 3-мĕш вырăнта — Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекенсем /ертÿçи — З.П.Краснова/ тата çак шкултах 2-мĕш класра вĕренекенсем /ертÿçи — Г.В.Волкова/.
«Колосок» ача садне çÿрекен А.Трофимов «Чи лайăх костюмшăн» Хисеп грамотине тивĕçнĕ. «Радуга» ача садне çÿрекен М.Андреева тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 2-мĕш класĕнче вĕренекен Д.Матросовăна «Чи лайăх рольшĕн» Хисеп грамотисем панă.
Мероприятире ачасем республикăри театрсем, театрпа çыхăннă профессисем, театрта хăйсене мĕнле тытмалли çинчен чылай çĕннине пĕлнĕ. Çĕнтерÿçĕсем Дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ.
Е.ПРОКОПЬЕВА,